Галстуклӑ Кӑркка

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Галстук ҫакнӑ та Кӑркка

Пуҫне ҫӳрет каҫӑртса.

Хырӑм вырне кутамкка -

Утать ҫавна мӑкӑртса.

- Хырӑм мар! Авторитет!

Ун пекки тупаймӑн тек.

Кай, шыра, пӑхатӑп, - тет

Хӑй хакне чухланӑ пек...

Тӗпсӗр, - тет, - ҫав пӑтавкка...

Йывӑр пуль ӑна тултма.

Пашкать-хашкать мӑнтӑркка -

Йывӑр пуль, чӑнах, утма...

Чӑтӑр: лифт, чи ҫӳллӗ хут,

Хӑй пекех капашлӑ ҫурт,

Кабинет тултармӑш - хут

Чӑтнӑ пек сире манкурт.

Вӑрӑм-вӑрӑм сӑмсине

Хӑй чикет пӗлмен ҫӗре;

Тӗк вӗҫтерӗ... Уссине

Халиччен курман пӗрре:

Лӑкӑр-лӑкӑр калаҫу...

Ни хурав ҫук, ни ыйту...

Ни тарҫу вӑл, ни хуҫу...

Пӗр сӑмах ҫеҫ: ту, ту, ту...

Пулӗ темӗн те тума:

Ӗҫ, апат, шайлав, хӑна...

Ларт чипер тӗллев ума

Ӑслӑ тетӗн-тӗк хӑвна...

...Пит ансат-иҫ пурӑнма:

Ӑс та, тӑн та кирлӗ мар!

Ӑслӑ-тӑнлӑ курӑнма

Капӑр галстук ҫак та яр!



Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха