Барби тата Кен
- Барби ятлӑ ПУКАНЕН
Савнӑ каччӑ пур иккен!?
- Эс пӗлмен-им?
- Ҫу-ук, пӗлмен...
- Ҫӳллӗ яшӑн ячӗ - Кен:
Пушӑ пуҫлӑ пикенне
Ҫӳллӗ-ҫӳллӗ пуканне
Шӑлса тӑрать тусанран
Йышӑнма ӑна кайран.
- Йӑкӑл-якӑл майрана
Нумаях та кирлӗ мар
Капӑр пушмак - урана,
Ҫие шукӑль кӗпе пар!..
Яту тумпа ҫук ӑса
Ҫӳрет Барби хупласа.
Кен вӗрентнӗ сӑмаха -
Калама пӗлет та-ха -
Чӑмлать ҫавна пур ҫӗрте,
Кирлӗ - ҫук... Ӑна пӗрех!
Кам чӗнет ӑна тӳртен!?
Вӑл сӗксе таптать пӗррех! -
Вӑрттӑн-шӑппӑн, усалне
Тутарать кӑра Кенне;
Леш шеллет пур-ҫук халне -
Ӗҫ куҫать тарҫи ҫине;
Кенӑн, паллӑ, урӑх шут:
Укҫа тума шурӑ хут
Варласа сӗтев тума
Хушмалла часрах ҫума...
- Пӗр каварлӑ мӑшӑра
Тем курман ку хушӑра?
- Пуҫтарать-тӑр чӑматан
Хӑвӑртрах тарма кунтан
Ҫич ютран иленнӗ Кен -
Вӑррипе ҫакланнӑ, тет;
Кӑвак куҫлӑ сар пикен
Халь явап тытма тивет;
...Эх, мӗн чухлӗ ыр ЭТЕМ -
Пултарулӑх пур ҫӗртен -
Сирчӗ ларнӑ чух ҫӳлте
Ик тӑрлавсӑр МАНЕКЕН -
Ӑссӑр Барби, чунсӑр Кен.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха