Тунката

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Пысӑк-пысӑк Вӑрманта

Ларать пӗчӗк Тунката.

- Халӗ ҫеҫ эпӗ лутра...

Ӗлӗк пулнӑччӗ кӑтра,

Ешӗл те кервен* Юман!..

Иртекен манран пулман!..

Тӑр! чӗтретчӗ ҫак Ката!..

Сас каятчӗ ҫич юта!..

Хӑҫан папка ҫурмалла,

Хӑҫан ҫулҫӑ тӑкмалла -

Эп параттӑмччӗ хушу.

Ҫырмара юхан шыв-шур

Шӑпланатчӗ ҫавӑн чух.

Пулнӑ вӑйлӑ! Пулнӑ шух!

Ун пекки халь, кай-ха, туп!..

- Чарӑн-ха, пустуй ан суп:

Вуллуна тивсессӗн Хурт

Кунтан пулмӗ чаплӑ ҫурт

Кунтан тухмӗ пӗрене,

Терӗҫ мар-и, Вӗрене?

Касрӗҫ ячӗҫ, турӗҫ вут.

Суййуна текех ан сут, -

Терӗ чӑрӑш юнаса.

Ҫухатман хальччен ӑса:

Ни ҫулла, ни ҫуркунне,

Ни хӗлле, ни кӗркунне

Улшӑнмасӑр вӑл тӑрать,

Йышӑнмасть нихҫан хахать*.

Ӗлӗк пулнӑ Вӗрене

Ҫав тери йӳтенине

Хӑнӑхса ҫитсе Юман,

Хурӑнпа Пилеш, Палан.

Мӗн тӑвас? Нумай юлман -

Курмӑша перет Вӑрман.

Ҫапла халь те вӑрманта.

Ҫӗрсе ларать Тунката.

хахать* - сас-хура

кервен* - ҫирӗп


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха