Хуртлӑ Ҫурт
Йӑлтӑр-ялтӑр капӑр ҫурт;
Капӑр ҫуртӑн ҫӗр-ҫӗр хут;
Ҫӗр хутра пин тӗрлӗ Хурт;
Шӗкӗлчеҫҫӗ пин-пин хут;
Пин хутра пин-пин расхут -
Вӗҫ-хӗрне шыра та туп.
Саплашмасть пулсан - прихут
Ҫыр та хур, шайла та хуп!
Яп-яка, таса, ҫап-ҫут -
Пӗр пӑхсассӑн кӑлтӑк ҫук!
Тытӑнсан тумашкӑн сут -
"Хам туман, тултарнӑ ҫум"
Ҫумӑн вунӑ ҫумӗ пур...
Ӗненместӗн? Кай та кур!
Ҫутӑр ҫумӑр, ҫутӑр юр -
Кунтисем курмаҫҫӗ хур.
Ир те, каҫ та, яра кун -
Ҫакӑнта ҫапла саккун:
Илтмӗш-курмӑш пул, ан тун;
Ман: мӗн "ӑс" вӑл, мӗн вӑл "чун".
...Хурт- кӑпшанкӑллӑ кантур
Таврара татах та пур...
Ӗненместӗн? Пӑх та кур:
Суясран сыхлатӑр Тур.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха