Пыйтӑ тата Тура

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Ах, ытла сикет-ҫке хытӑ

Сарӑ шӑртлӑ вӗтӗ Пыйтӑ

Пӗр пуҫран тепри ҫине.

Ҫухатсассӑн виҫине

Вӑл чупать йӑркка-йӑркка

Тавралла сапать шӑрка...

Ах, ытла ҫыртать-ҫке хытӑ

Сарӑ шӑртлӑ шыҫӑк Пыйтӑ

Каҫхине те ирхине

Вӑл ӗмет хуҫа юнне,

Унпалах пур-ҫук тӑна -

Уямасть - сӑхать кӑна.

Ытларах пурнатчӗ Пыйтӑ...

Чарма ҫук алхасрӗ хытӑ

Шат! тутарчӗ ик Чӗрне

Ҫаклатса парсан пӗрре -

Ҫӳҫе май тура-тура -

Вӗтӗ шӑллӑ ҫӗн Тура.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха