Кӗреке
Хатӗрлет сӗтел Чана
Вӑл кӗтет паян хӑна.
Килмелле часах Чакак,
Ҫитмелле тата Курак.
Пӑсланса тӑрать тӗпел,
Авӑнать ҫавра сӗтел
Тӗрлӗрен ӗҫме-ҫиме,
Хывнӑран ҫине-ҫине.
Кӗреке янрать паян,
Тавлашу йӑслать ян-ян!
Ирттерет, тен, пухуран,
Тӗлӗнтермӗш туй-ҫуйран.
Калаҫма парсан - Чакак -
Мухтасан тата пӑртак¹
Ҫухатать пачах чарак,
Юрлама пуҫлать такмак:
"Пурӑнма, чӑнах, аван
Кар! пулсассӑн тус-тӑван
Ним пирки тек ан ҫуйхан² -
Пулӑшса тӑрсан Ҫӑхан".
- Ахальтен-им-ха хура?!
Юн пӗрре - ҫавна кура
Пирӗнтен хӑра-хӑра
Чӗтренсе тӑрать тавра!
Янрашнин усси пурах:
Пӗр-пӗрне ырла-ырлах
Вӑй илес пекех хурах
Хӑратать пурне, паллах.
Сас каять инҫе паян
Ҫырмаран ҫӑва таран...
Шавламасть, тӑнлать Вӑрман
Вӑл хурах хури пулман!
"Хӑратма - пӗрле ӑста,
Ушкӑнпа кӑна хастар"
- Ак, пӗрер лӑска-лӑска,
Ҫиллӗм, шӑллӑм, тух, тустар!
Ҫӗкленсессӗн вӑрмантан,
Арӑш-пирӗш Ҫил-тӑман,
Айӑн-ҫийӗн ҫавӑрсан
Тӗк те мар - юлман - тусан.
...Унтанпа, тет, ҫырмаран -
Туй-ҫуйла та янрашсан -
Хӑпарма хӑйса курман
Чакакпа Курак, Ҫӑхан.
пӑртак¹ - кӑштах; чуть-чуть
ҫуйхан² - кулян; волноваться
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха