Халӑха хаклама хӑваратӑп
Кун каҫа
кӑмӑла
кӗлӗпе
кӗлерсен*
кӗҫӗрех
кивмелли*
калеме
кӑларатӑп:
Тайӑнне*
тӑрӑшса
талккишпех
тӳккесе
типтере*
типӗтме
тӗркипех
тултаратӑп.
Ҫӗр хута
ҫакӑнти
ҫинҫешке
ҫипсенчен
ҫаннӑма
ҫавӑрсах*
ҫырупа
ҫаклататӑп.
Харкамрах*
хайлапа*
халӑма
хӗстерсе -
хуҫлатса
халӑха
хаклама
хӑваратӑп.
*кӗлер - чӳхе
*кив - тӳ
*тайӑн – кӑмӑл екки
*типтер - тетрадь
*ҫавӑр – тавӑр
*хайла - ӑсталӑх
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха