Пехиллӗ Ҫил

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026


Туртса илме хӑтланӗҫ ирӗк,

Хупасшӑн пулӗҫ ҫул-йӗре.

Пуҫна ан ус: ҫунат сан ҫирӗп,

Еккӳ - таса, чӗрӳ - чӗрех...

 

Сутса яма сӗнсессӗн ӗмӗт

"Юлташ" ятпах "сунса ырра"

"Тухатӑп витӗр, пур-пӗр ҫӗнӗп", -

Теме ан ман - хавал хӑврах.

 

Ура лартсах чарма хӑтланӗҫ -

Ҫӗклен ҫак ҫылӑхлӑ ҫӗртен!

Ҫӳлтех килӳ - упрать-ха канӑҫ -

Кӗрсе тухма ҫеҫ ан ӳркен...


Хӑюллӑ пул, тӗнче ачийӗ -

Упрать сана таса пехил!

Этем те мар, чараймӗ Вилӗм -

Малтан-мала вӗҫсемччӗ, Ҫил!


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха