Ҫӗнӗрен! Тепӗр хут! Ҫӗнӗлле!
Ҫӗнӗрен! Тепӗр хут! Ҫӗнӗлле!
Ӗнерхи ҫитӗнӳ пулман пек...
Ҫӗнӗрен ҫуралса килмелле -
Паянтан ӑшӑтмасть Ӗнер тек...
Тав тусах хӑваратӑп ӑна -
Ӗнерпе ӗнерме вӑхӑт ҫук.
Паянпа... савӑшатӑп кӑна -
Тахҫанах Ырана хывнӑ куҫ.
Тунсӑхлаҫҫӗ - туятӑп - чӑнах,
Асӑнмалӑх Ӗнер те Паян.
Ӑшӑма кантараймӗҫ ҫавах -
Тав тӑватӑп, сыв пулӑр, каям...
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха