Хӗвел ҫӗре ӳксе вилсен
Хӗвел ҫӗре ӳксе вилсен
Курпунлӑ Уйӑх - шӑлсӑр карчӑк -
Вӗре-вӗре сурса кӑларчӗ
Шӳсе тӗпреннӗ ҫӑлтӑрсем...
Вӗсен сумне¹ тупас тесе
Каҫса кайсах ҫӗр каҫ шутлатӑр...
Шап-шурӑ, ҫутӑ, сивӗ, чалкӑр² -
Вӗсем - чӑмланнӑ вилесем.
Сире хӑв(ӑ)ра черет ҫитсен
Ҫаплах, савсах пӑхма хӑюлӑх
Ҫитейӗ-ши?
Темле?
Салхуллӑн
Вӗҫленмӗҫ-ши каяс кунсем?
сум¹ - шут, хисеп; счет
чалкӑр² - витӗр курӑнакан; прозрачный
Хӗвел ҫӗре ӳксе вилсен
Курпунлӑ Уйӑх - шӑлсӑр карчӑк -
Вӗре-вӗре сурса кӑларчӗ
Шӳсе тӗпреннӗ ҫӑлтӑрсем...
Вӗсен сумне¹ тупас тесе
Каҫса кайсах ҫӗр каҫ шутлатӑр...
Шап-шурӑ, ҫутӑ, сивӗ, чалкӑр² -
Вӗсем - чӑмланнӑ вилесем.
Сире хӑв(ӑ)ра черет ҫитсен
Ҫаплах, савсах пӑхма хӑюлӑх
Ҫитейӗ-ши?
Темле?
Салхуллӑн
Вӗҫленмӗҫ-ши каяс кунсем?
сум¹ - шут, хисеп; счет
чалкӑр² - витӗр курӑнакан; прозрачный
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха