Эс пӗлмелӗх
Ӑшӑнса ҫитейместӗп - Пӗчченлӗх
Ӑнланас пек витет ҫиттипе.
Иртнинчен-пулнинчен ипленмелӗх¹
Пур пек вӑй та килмест-ҫке сиппе...
Шӑплӑха пӳлекен те... Сехет ҫеҫ.
Кӗрӗшместӗп² чармашкӑн тавне³.
Вӑл та, ку та ҫӗркаҫ хӗрхенмерӗҫ -
Вӑйлисен юрамасть-иҫ йӗме.
Ҫӑлтӑрсем... шантараҫҫӗ кӗтменлӗх -
Чухласах тӑтӑрха⁴ тӳсӗме.
Ҫут Малаш, сар Ҫуртам - эс пӗлмелӗх -
Шӑпама тӑхтамасӑр кӗме...
Иплен¹ - юсан; оправиться, привести в порядок;
Кӗрӗш²- ӗҫе кӗр; наниматься, подрядиться.
Тав³ - тавлашу; спор.
Тӑтӑрха³ - ҫирӗплӗх; прочность, бодрость.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха