Ятупа витĕнетĕп

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026


 

Пĕрисем тӑрӑшсах шуратаҫҫĕ

Ҫийĕмри ҫулсене именми,

Ҫемҫерех тĕшшĕме сӑхланаҫҫĕ -

Култарать шӑлĕсем витменни...

Ухмахсем!


Витерми хупӑпа чĕркĕмлеттĕн -

Ирсерен хулӑнрах кун уртса.

Ҫумӑнта вӑтануллӑн чĕтреттĕм

Ҫитме ҫук ӑс-тӑнна ӑмсанса...

Айвансем...


Тавтапуҫ, кӑн-кӑвак куҫлӑскерĕм,

Тӑхӑнтарнӑ ҫунат хунтӑлать:

Тӳпӳне тĕмсĕлсех йӳпсемерĕм

Ыттисен сĕнĕвне - хӑстарать.

Теприсем...


Ҫаплипех ҫулсене шуратасшӑн

Теприсем тиркевпе тирĕнсе...

Тумлантар малашне те, тархасшӑн -

Пытанас ятупа витĕнсе

Виличчен…

* йӳпсе – итле

*хунтӑ – хӳтлӗх


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха