Ман хамӑн Кӗлӗ - хамӑн Юрӑ

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Тытса ҫыхман, чарман та. Курӑр -

Ҫӗр тӗрлӗ ҫул иртсе кайма.

Ҫапах сукмак йӗрлет-ҫке урӑр

Уммах, татах, каллех - мӗн-ма?..

Манса кайса, веҫех каҫарнӑ,

Тек ыратмасть те - тахҫанах...

Кас-кас Шӑпам пуплет ытарлӑн -

Е тӗрӗслет-ши? Тен, хамах?

Ман ҫук юлташ, тӑшман та ҫуккӑ -

Кӗтместӗп нимӗн, никамран.

Хӑлхам илтмест тек, куҫӑм суккӑр.

Пуласлӑх пул! иртни тарам.

Мана пӗрех - Шуйттан е Турӑ

Тӗртет утма хӑш чух ҫул май.

Ман хамӑн Кӗлӗ - хамӑн Юрӑ.

Ӑна сарма ал май сӑпрай¹.

сӑпрай¹ - ӗҫ хатӗрӗ; инструмент, орудие, приспособление


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха