Ан ӳк! Ут! Тавай!

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Ӑраскал сӗнекен Шӑпасен ретӗнчен -

Аниччен - кӗлешмесӗр¹ туянтӑм пӗрне...

"Хӑрамасть те ухмах! Тӗлӗнтермӗш! Тӗнче!" -

Шӑйӑрать ҫурӑма Кӗвӗҫӳ, ахӑртнех.

Сиктермен те иртмен тӑсланҫи черетрен

Шӑпампа тиенсе пӑрӑнатӑп хуллен:

"Ах, чӑнах та чипер, ытарми-ҫке хитре...

Санпала киленсе пурӑнасчӗ куллен!"

- Теветкеллӗ Этем, хӑрамастӑн, иккен!

Ытлашши хитрине ҫӑмӑл мар сӗтӗрме,

Хаклӑрах-ха тесе теприсем тиркекен...

Йӗрӗнменшӗн манран пехиллетӗп термен².

Ывӑнман-ха, йӑтатӑп, суйланчӑк Шӑпам:

Хама май, хам пекех, тӗлӗнтермӗш, ай-вай!

Ӳкӗнместӗп. Вӑй пур-ха. Татах та утам.

Такӑнсассӑн... илтетӗп - ан ӳк! ут! тавай!

кӗлеш¹ - хаклаш; торговаться.

термен² - вӑй-хӑват; сила. 


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха