Ҫил те Ту

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Кӑкӑрне каҫӑртса тӑракан Ту тавра

Ҫыпӑҫтарчӗ ҫӗрле ҫӗр те ҫирӗм ҫавра -

Яхӑнне ямасса ӑнланса янкӑрах -

Хускалман хутлӑха хутласа Ҫил-хусах.

Хӗрлӗхне хупласа хунӑран хысанне

Тӗкӗнмен те тивмен туйӑмсен тусанне

Вашлатсах вӗрнӗрен вистенет вӑтану...

...Парӑнмасӑр, пӗрлешрӗҫ паян Ҫил те Ту.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха