Нихӑҫан ватӑлми Уйӑхпи
Тӑнӑҫпа сывлакан тӳпере
Утьӑкка сиктере-сиктере
Каҫсерен Ҫӑлтӑрсем ӳстерет -
Ывӑнмасӑр черетлӗ ӗрет -
Ҫӑмӑланнӑ анчах Уйӑхпи.
Ӗшӗнме пӗлмесле сӗм ҫӗрле,
Юррине ӗнӗрле-ӗнӗрле
Шур сӗтне юхтарса ӗмӗртет
Йӑх-йышне - мухтансах куҫкӗрет -
Тӑлӑхран хӑтӑлса Уйӑхпи.
Канӑҫне те курман темелле...
Ҫаплипех вӑй-хӑвачӗ, элле!
Ҫулсерен ҫутӑрах, хӳхӗмрех,
Астарать тӗнчене пур-пӗрех
Нихӑҫан ватӑлми Уйӑхпи.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха