Выçă Уйăх

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Такама - темӗскер шыраса тупас пек

Каҫхине чӳрече кантӑкне витерсе,

Хыпашла-хыпашла кӗтесрен-кӗтесе

Ухтарать пӳлеме типшӗркке аллипе

Вилелле кӑвакарнӑ имшер Уйӑхпи...

...Ӗмӗтпе ӗмӗртетчӗ ун чух ачине

Тунсӑхран Шанӑҫпа витӗнсе сӗм ҫӗрле,

Яланхи кӗллине ӗнӗрле-ӗнӗрле

Ыйӑхсен пылакне ас тивмесӗр Анне:

Ывӑнми, ӳркенми, ӳкӗнми, иксӗлми...

Чи ачаш, чи хитре, чи таса та черчен

Пепкерен тутлӑрах чун ҫуках тӗнчере -

Чӗрӗлле чӑмласса шаннӑран-ши сӗре -

Тустарать хурахла килрен-кил шуҫӑмччен

Выҫӑлла таврӑнма хӑнӑхман Уйӑхпи.

Айкашать-айкашать - ӗҫ тухмасть хальхинче:

Уямасӑр ниме - никама ӗрчеме

Пултару та мехел ҫитерсе ҫӗр ҫинче

Ӑстайла сыпакан Пурнӑҫпа Вилӗме

Аннесем сыхласа хӑвараҫҫӗ, ами.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха