Пуля пек
Ҫак таран...
тӑвӑнса
тӑнӑран
Кӗпҫерен¹
сирпӗнсе
тухакан
Пуля пек -
вирхӗнсе -
хуларан
Ытамна
ыткӑнатӑп
паян!..
Кӗтекенччӗ,
кӗтсемччӗ
ялан...
Чарас ҫук!
Нимӗнпе те
никам:
Аякран
астарса
йыхракан
Сан сассу -
пӗтӗҫсен те
харкам¹ -
Ман валли -
сыхланмалӑх
хулкан³
Упраканччӗ,
упратӑр
паян..
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха