Сыхӑ
Тӗнчене вырнаҫман Шухӑша
Ҫӗр каҫмалӑх вырттартӑм ӑша...
Лӑпланса канӑҫне тупасса
Шантӑм, тем, кӑлӑхах, иҫмасса.
Калаҫасшӑн-ши пулчӗ? Пыра
Танклаттарчӗ пыра та пыра.
Сых ятне¹ кӑлармарӑм ӑна,
Сӑввӑма сӑнчӑрларарӑм кӑна:
Сӑмахпа ҫавӑрса тавралла,
Састашсем² кӑларса хурала,
Сум сумларӑм⁴ кашни утӑма³
Пӗр-пӗр кун тарасран сых тӑма.
сых ятне¹ - шута илсе; предусмотрительно.
састаш² - рифма.
утӑм³ - сыпӑк; стопа (в стихосложении)
сум сумла - шутла; произвести подсчеты.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха