Ҫӑлтӑр панӑ Уйӑх

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

"Памастӑп тек, - тесен те, - урӑх", -

Черетлӗ чун чӳклерӗ Уйӑх.

Хура Ҫӗре¹ хывма парне

Савсах ӳстернӗ Ҫӑлтӑрне

Вӗлерчӗ хӑй, хӑй аллипе.

Ҫӑтать тавралӑх йӳҫӗ хуйӑх...

Кӳпсе пырать ӗрчевлӗ Уйӑх...

Карать каллех ҫӑвар Ҫӗрле...

"Вӗсен кавар², вӗсем пӗрле!" -

Темест никам та... Шӑп тӗнче?!

Тӗнче ма мӑнтӑр, - тетӗр, - тулӑх?!

Калас-и?! Ҫӑлтӑр панӑ Уйӑх

(Карма ҫӑварлӑ Ҫӗрлерен)

Ҫӑлас тесе сар Хӗвеле -

Тӗнчен сап-сарӑ сӑпкине -

Кӑларчӗ - пачӗ хасине³!..

Ун ячӗ - Уйӑх мар - Анне.

ҫӗр¹ - каҫ; ночь.

кавар² - килӗшӳ; заговор.

хасине³ - тупра; клад.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха