Тарах!

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Ҫӗр хут манран тара-тара

Иртсе кайсассӑн та тавран

Ҫӗр тӗрлӗ ҫул ҫавра-ҫавра

Ҫавах ҫитетӗн ҫак таран -

Килсе тӑратӑн ман ума.

Хуйха-суйха хуҫа-хуҫа

Ӗрчетӗн тӗрлӗ савнӑҫа

Ухах пуҫна, пулах хуҫа -

Ҫавах тупмасӑр канӑҫа

Килсе ӳкетӗн ман ума.

Паман сӑмах, туман тупа:

Те ырӑ, те усал Шӑпа

Шӑратнӑран сан ятупа

Хыпса ҫунатӑп ҫутӑпа

Сӳнме памасӑр шанӑҫа.

Ӳксе, тӑрса, вӗҫсе ҫӗр хут

Ӗшенӗн... Савнӑҫ та хӗн-хур,

Юлташ, ҫулташ, тӑшман, ҫич ют -

Ӑнкарӑн - тем тӗрли те пур,

Анчах та мансӑр - канӑҫ - ҫук.

Вара ӑнланӑн тин, ун чух:

Тӗнче чипер, этем - хӑруш;

Малтан кашни вӗри те шух;

Тултарнӑ пурнӑҫ та пуш-пуш;

Кӑкарӗ кӑкӑрна хӗрхӳ...

Кӗрсе пытанӑн ман ҫурта

Хӗлхем чупми пулсан юнра.

Каланӑ, - тейӗн, - сар ҫурта:

Тӗнче пистернӗ сив кунра

Эс чӗркуҫленӗн ман умра.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха