Тӗнче - Поэт - Халӑх
Ҫуралсассӑн черетлӗ Поэт
Пӗркеленчӗ Тӗнчемӗр пит-куҫӗ:
"Ну, каллех янратса кисретет -
Вилене тӑратмалӑх сас уҫӑ".
"Мӗн ыйтса ҫав тери йӗрмӗшӗт?!
Пӗтӗмпех панӑ пек кутӑруҫӑн?
Утьӑкка сиктерсессӗн те, шет,
Ӳпӗнтере хамах кутӑн-пуҫӑн?!.
Кӗмӗлтен-ҫке сиктернӗ сӑпки,
Киленмелӗх пиелӗхӗ - пурҫӑн,
Ӗмкӗчре те шерпетлӗх тӑпки¹...
Ма касать-ха сасси шӗвӗр хурҫӑн?"
- Лӑплантар ачуна, Самана!
Унсӑрах ҫӗр те вунӑ патшалӑх
Арканас пек - ҫураҫҫӗ мана
Хӑвармасӑр самант лӑпланмалӑх...
- Эп - килен те каян еркӗнӳ.
Мантӑн-им: еккӳне² йӑпатмалӑх?
Парайсан та артак³, ӗненӳ
Тӗвӗлеймӗ Поэт ман амалӑх.
Ятӑма хурлакан Поэта,
Вӑй-хӑват та пур пек тӗп тумалӑх...
Хӳтӗрсех кӗрекен пур хута:
Ашшӗ - хӑв ҫав, амӑшӗ - халӑх...
тӑпка¹ - сапака; гроздь
екки² - кӑмӑл; нрав
артак³ - ачашлӑх; блаженство
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха