Çитересчӗ мехел
Ватлӑхран такӑнса тупӑка ӳкиччен
Ал тӗлне килекен тӗрлӗ тӗслӗ ӗҫ-хӗл¹
Канвине чи хитре, чи паха, чи черчен
Ӗҫсемпе тӗрлеме ҫитересчӗ мехел².
Яшлӑха пуҫӑма каҫӑртса кӗриччен
Мӗн тери пархатарлӑ³, таса ӗмӗтсем
Кӑкӑра ҫӗмӗрсе тухаслаччӗ! Тӗнче!
Вӗсене пурнӑҫа хӑварасчӗ кӗртсе.
Ача чух сӑпкаран ҫавӑтса тухиччен
Шанӑҫпа ӗмӗртсе тӑрантарнӑ аннен,
Ӗҫпеле шараҫланнӑ⁴ аттен тӗввинчен
Ҫак таран таплатса ахальтен, тен, килмен?!
ӗҫ-хӗл¹ - ӗҫ; деятельность.
мехел² - май; возможность.
пархатарлӑ³ - усӑллӑ; благородный.
шараҫлан⁴ - аппалан; хлопотать.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха