Нараста Уйӑхпи
Кашкӑрла улакан хуп-хура Ҫӗрлерен пӗр тумлам хӑраман
Уйӑхпи шӑнтакан илемпе пӑралать таврана -
Ун тӗлне ҫаклансан урмӑшса-тулашса ҫӳрекен Ҫил-тӑман
Пӑхӑнса лап! выртать ӗшӗнсе ӳкнӗ пек ураран.
Кун каҫа Хӗвеле чӗвенсе пӑхакан йӑпӑлти Чечексем
Уйӑхпин шӑнтакан илемне ҫӗнме ҫук тем тесен.
Сывлама хӑраса, сас пама тӑхтаса пуҫ тӑраҫҫӗ пӗксе -
Ыранччен те пулин, ахӑртнех, пурӑнасшӑн вӗсем...
Ас тӑваҫҫӗ, эппин... Айӑпне пур-пӗрех манаймасть ҫав Тӗнче:
Уйӑхпин ӑшшине чӑтайман Сар Хӗвел пӗринче
Чараймасӑр хӑйне шӑв-шавпа вӗрекен кӑнтӑрла тӗлӗнчех
Йӗкӗреш тӑванне ывӑтать Ҫӳл тӳпе тӗнинчен¹...
Кам шутланӑ, ара, ҫылӑхпа пӑтранса тӑракан шурлӑхран
Уйӑхпи ҫӑрӑлса тухасса ҫап-ҫутах, тап-тасан?..
Ӑшшипе тӳлесе-туянсан пурнӑҫне тӑстармалӑх тӑхра²
Ун кӑна куҫ пӑвма³ шӑнтмалла нараста⁴ пуласса?..
тӗнӗ¹ - чӳрече; оконце.
тӑхра² - тапхӑр; фаза Луны.
куҫ пӑв³ - анрат; делать гипноз.
нараста⁴ - тасалӑх; невинная чистота.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха