Ҫаврапа Калем

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Ҫап-ҫара хут ҫинче хывӑнатчӗ Ҫавра¹

Йӗркесен чӗнтӗрне² ӳкерсе майӗпен.

Йӳтесе кайнӑ пек ташласа ун тавра

Вӑрлӑхне юхтаратчӗ телейлӗн Калем³.

Сӗрӗм пек явӑнать тухатуллӑ Хавха⁴.

Лӳчӗркенчӗк ҫинче сас парас Сӑмахсем:

Вӑй параҫҫӗ пире. Ҫакӑ мар-и паха

Ырнине мантарса, пурӑнма хистесе?

ҫавра¹ - куплет; строфа.

чӗнтӗр² - шараҫ; кружева.

калем³ - ҫырмалли; перо.

хавха⁴ - хавхалану; вдохновение.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха