Ҫил шухӑшлавӗ

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Асап ҫумне асап ҫапса

Кӗртет-лартать шӗпил¹ пӑтан

Сиксе каҫми капмар карта

Куҫран пӑхсах-кулсах Шӑпа...

 

Шыва, Вута, Ҫӗре ҫӑрса

Чӗлхе вӗҫне килет ылхан -

Вӗҫертмӗпех - хуҫи эп хам.

...Куратӑп: хушӑк - вӑшт! тухам.



шӗпил¹ - пысӑк; большой гвоздь


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха