Тайăнне упракан Уйӑхпи
Ытларах курнӑран, ытларах пӗлнӗрен
Ҫӑлтӑрсен хавхинчен¹ пӑрӑнса ерипен
Суккӑрланнӑ тӗнчен айккипе каҫсерен
Сас памасӑр иртет Кайӑк хур ҫулӗпе²
Тайӑнне³ тӑкасран сыхланса Уйӑхпи...
Ӑнкару ытарми, астумалӑх хитре:
Шунӑҫемӗн кулли ирӗлет шур питре.
Ҫавӑнта, ахӑртнех, куҫ витмен инҫетре
Пытарать Такама кӑтраланнӑ Тӗтре...
Ахальтен-им ҫаплах ҫул хутлать Уйӑхпи?..
хавха¹- сас-хура; слухи.
кайӑк хур ҫулӗ - тӳпере ҫутӑ тӑрӑх пек курӑнакан ҫӑлтӑрсен капламӗ; Млечный путь.
тайӑн³ - тивӗҫ; миссия
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха