Уртаракан куллу

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Ҫара ӳте вӗри пичет ҫаптарнӑн

Пуссах ӗнтсессӗн Ырату -

Асап кӳме кӗрсен те тарӑн-тарӑн -

Памарӗ сас кӑвар туту.

Ӑшна кӗрсе хӗрхӳ¹ куҫҫуль уҫланӑн

Лӑкарӗ тӗлсӗр Калаҫу.

Ыйту - ӑҫтан хӑват чӑтмалӑх санӑн???

Хӗлхем ҫиҫтерчӗ ҫеҫ куҫу.

Шӑпу каллех явать хивре² чӗн пушӑ

Шантарнӑ, пултӑр-ин, пулу³.

Нимех те марччӗ пек... Ытла хӑрушӑ -

Уртарчӗ Курмӑшна⁴ куллу...

хӗрхӳ¹ - йӳҫӗх; прокисший.

хивре² - ҫирӗп; туго закрученный.

пулу³ - пӗремӗк; пряник.

курмӑш⁴ - шӑпа; доля, участь.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха