Шухӑшлав-Эрешмен шараҫлать серепе
Ҫапӑнса ҫӳресе кӗтесрен-кӗтесе
Пӳлӗмрен тухайман айванла Ыйтусем
Шӑна пек лаплатаҫҫӗ тусанлӑ ҫӗре.
Ҫук, вилмен-ха вӗсем - чӗркуҫлен те тӗсе¹:
Ирӗке талпӑнас йӳтӗмпе сӗрлесе
Йӑлӑнаҫҫӗ ямашкӑн унта - ирӗке.
Анакан маччапа хӗсекен хӳмесен
Хутлӑхне сарас пек пӗтӗрсе Хуравсем
Шухӑшлав-Эрешмен шараҫлать серепе...
тӗсе¹ - тимлесе сӑна; наблюдать
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха