Сан валли янтӑланӑ сӑмах

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Сан валли янтӑланӑ сӑмах

Чӗлхене пӗҫертет тахҫанах.

Кӑлармастӑп пиҫсен те - вӑрах

Тӗлкӗш-ин кӑварла ҫӑвартах!

 

Техӗмне тутанас сӑлтавпах

Кукӑрчак ыйтупа ҫаклатсах

Кӑларма хӑтланаҫҫӗ - ҫавах

Ӳкерместӗп. Кӗтетӗп хӑвнах.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха