Сулланать Тӗнче

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Каҫ кӳлӗм.

                 Канлӗх кӳлнӗ Сулхӑн

Валеҫрӗ шӑплӑх килсерен.

Пин-пин чӗре ҫунтарнӑ Хуйхӑн

Йӳҫҫи кайман - шарак¹ сӗре.

Ӑна кӳпет тулмашкӑн Уйӑх -

Хӗрхеннӗн мӗскӗн Этеме.

Хӑть макӑр-мӗкӗр, ҫухӑр-ҫуйӑх -

Никам та ҫук ҫӑка кӗме².

...Таҫта шатлатрӗ, ахӑр, Тӳсӗм -

Чӑл-пар! саланчӗ кӗленче...

Те пурнӑҫ тайӑк? Халӑх ӳсӗр?

Йӳтенӗн сулланать Тӗнче...

 ...Такамӑн латсӑр аллинче.

шарак¹ - питӗ йӳҫӗ; горький

ҫӑка кӗр² - хута кӗр; быть поручителем.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха