Каяс умӗн калани
Ватлӑхпа вӑслатса вӗлересшӗн-им, Вилӗм?
Хӑратаймӑн халь тин, хӑмсарни харама.
Пырса тӑрӑн пӗрре ман ума илӗм-тилӗм¹ -
Ан култар - шутламастӑп санран хӑрама.
Чӗрене чӗрнипе чӗрмелетӗр-ин Чирӗм -
Сарӑхман савнӑҫпа сурана сӑтӑрам.
Ӑраскал сӗннине кӳпиччен ӗҫрӗм-ҫирӗм -
Пӗр тумлам та ямарӑм, шутлатӑп, тарам².
Тӗнчерен тав тусах тухасса тӗмсӗлетӗп.
Ӳпкевпе Ӳкӗнӳ ӳсӗртмен ӳлемех.
Хам тӳпешӗн³ хӑть халь - пӗлтеретӗп кӗретӗн⁴ -
Чӑнласах, хатӗр эп Пурнӑҫпа тӳлеме.
илӗм-тилӗм¹ - сасартӑк; неожиданно.
тарам² - ахалех; зря, понапрасну.
кӗретӗн³ - тӳрремӗн; очно, напрямую.
тӳпе⁴ - шӑпа; доля, участь.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха