Талӑк чăмлакан Ҫулталӑк

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Кивҫенлӗх панӑ куншӑн талӑк

Хыпса чӑмларӗ сӑх Ҫулталӑк:

Саклатлӑх¹ хывнӑ перекет

Шӑл витнӗҫемӗн тӗпренет...

Яра куна² пуҫтарнӑ Шанӑҫ -

Ерҫӳ пулсан сыпмалӑх канӑҫ -

Кӳмерӗ, тем, хама пехет³,

Ҫулталӑкӑн пырнех чӳхет...

Тавсси!⁴ Тӑрантӑм.Манӑр! Манӗҫ...

Усал тума ыйтсан - туман ӗҫ -

Ятран тӳленӗ куланай⁵.

Ҫулталӑк! Ил! Пуҫтар та кай!

Саклат¹ - вӑхӑтлӑх; заклад, залог.

Яра куна² - кун каҫа; целый день.

Пехет³ - ырӑлӑх, телей; благополучие.

Тавсси⁴ — тав; форма приветствия, употребляемая возвращающимся из гостей при встрече со знакомыми.

куланай⁵- тӳлев; подушная подать.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха