Яту
Чӗлхем ҫинчех япшар¹ яту -
Ҫаплах кӗтет хӑй хуҫине.
Тӑмха² ҫаптарнӑ пек турту³ -
Мӗлке ӳкмест тутам ҫине.
Тӗнче касса вакла ҫӗр ҫул...
Ӳксессӗн терт тупма термен⁴
Асна илсем: чи хаклӑ мул -
Яту - манрах-ха - ҫӗтермен.
япшар¹ - хитре; нежный.
тӑмха² - пичет; тамга.
турту³ - ҫыхӑну; родственная связь.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха