Ирӗк пар
Суяпа вӗресе тӑракан шӑв-шавран
Кӗтекен ытамна тӗршӗнсе пытансассӑн
Кӑкӑрта капланса тӑвӑнни ҫап-ҫавран
Йӗркесен ҫулӗпе куснине, кур, хавассӑн.
Ан вӗҫерт - ытарми-тӑранми шӑплӑхна
Пӗр тумлам хӑварми пӗчченех тутанатӑп.
Хама-хам тупиччен куҫунтан кӑн! пӑхма
Ирӗк пар - унта ҫеҫ ҫӗкленмелӗх хӑватӑм...
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха