Тасалнӑ
Сухан хуппин - ҫӗр тӗрлӗ Шухӑш -
Пӗрер шуратрӑм хам хамран:
Тасалнӑ ӑс, ӑш-чик пуш-пушӑ,
Пусатӑп ҫӗн куна ҫарран.
Хыҫра йӗрет вистеннӗ Шиклӗх,
Малта - черетлӗ тӗллевсем.
Ҫунса. Кӗлленнӗ. Хам халь виртлӗ -
Ҫунтарӑп ал айне лӗксен.
Сухан хуппин - ҫӗр тӗрлӗ Шухӑш -
Пӗрер шуратрӑм хам хамран:
Тасалнӑ ӑс, ӑш-чик пуш-пушӑ,
Пусатӑп ҫӗн куна ҫарран.
Хыҫра йӗрет вистеннӗ Шиклӗх,
Малта - черетлӗ тӗллевсем.
Ҫунса. Кӗлленнӗ. Хам халь виртлӗ -
Ҫунтарӑп ал айне лӗксен.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха