Ҫуклӑхна саплатăп
Ҫуклӑхна саплама сӑввӑмсем ҫитмесен...
Чӑм тара ӳкиччен ҫӑмхалатӑп татах
Ҫухрӑмсем ҫавӑрса татӑлми шухӑшсем -
Выртчӑр-им пуҫӑмра: хӑртамалӑх¹ пайтах!
Сӗвемшер-сӗвемшер пӗтӗрес вӗсенчен
Уйӑрса уйӑрми йӗкӗреш йӗркесем -
Пӗррехут ӑшӑнам кӗтнипе кӳтиччен
Сӑввӑмсен-саплӑксен купипе витӗнсе.
¹хӑрта - сапла, юса; чинить, штопать.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха