Уксах Вӑхӑт

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Ҫаврака сехете - хӑш ухмах? - питӗрсе хупнӑран

Уксахла-уксахла урине сӗтӗрсе пусакан Вӑхӑта

Мӑшлата-мӑшлата хускалмасӑр тӑнлатӑп - аран:

Ӑшӑмра капланать - нушине тӳсиччен - вӗлерме ухута¹...

Ӗмӗртен-ӗмӗре этемсен ҫылӑхне шутлакан

Кантӑкне ватас пек шаккаса йӑлӑнать ирӗке кӑларма...

Ҫав тери асапа хӳтӗрсе кӗртнине мӗншӗн? кам? -

Ман тӗпчес те килмест - нӑйкӑшне илтиччен - пулӑшатӑп тарма!

¹ухута - диалект: туртӑм; желание.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха