Иксӗлми хӑватпа ухакан Хысак

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Сӑмсине каҫӑртса ларакан Хысака¹

Хум ярса ачашлать вӑтанмасӑр Талай²...

Ӗмрипех хӑйне хӑй хунӑран пысӑка

Якӑлти Ҫил шӑлать ҫаплипех шӑртне май...

Савнӑран - кӑмӑлне ҫемҫетесшӗн пӑртак -

Хӗвӗнчи хырсемех хумхатаҫҫӗ ӑна...

Шӑрт парса³ хӗсметре тӑракан Сӑрт-салтак

Те, чӑнах та, туймасть? Те курнасшӑн кӑна?..

Сых тӑрса: мӗн упрать? кам валли? ҫак таран?

Пӗр сӑмах та пулин шахвӑртса кӑлармах

Талпӑнса сикес чух шарламасӑр, аран,

Шарлаксем⁴ йӑпшӑнаҫҫӗ, анчах кӑлӑхах...

...Савчӑрин! Кӗтчӗрин! Тивеймеҫҫӗ ҫавах

Иксӗлми хӑватпа ухакан Хысака...

Юнтарса ҫӳрекен тавралла самаях -

Ҫӳл Тӳпе ӑрӑмне ҫитекен ҫук никам.

хысак¹ - ту; скала.

талай² - вӗҫсӗр-хӗрсӗр тинӗс; море-океан.

шӑрт пар³ - тупа ту; давать присягу.

шарлак⁴ - шыв сикки; водопад.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха