Ҫеккунтсем

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Сехет ҫине шултра тумламӑн

Ӳксе вилеҫҫӗ Ҫеккунтсем...

"Тумлам пуласчӗ халӗ манӑн!"

Илтмест тӳпе. Паллах, илтсен

Кунта пулмастӑмччӗ хальччен...

Ман хӗсӗк пӳлӗм - тӗпсӗр тупӑк:

Хыпать татах та Ҫеккунтсем...

Мана ҫак каҫ ҫӑтмасть-тӑк... хупӑп

Хӑйнех!.. Черетлӗ ир ҫитсен -

Яланлӑхах та леш енчен!

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха