Хӑвна ху ҫухатса ан хӑвар
Те ыйту, те хурав шыраса
Хыпашлать Шухӑшлав пуҫӑма:
Чӗпӗтет вӑтанмасӑр ӑса -
Хал ҫитмест ни ларма, ни тӑма.
Те телей, те элчел шыраса
Хӑвалать темӗскер малалла:
Уяса тӑшмана та туса
Пӑтратассӑм килмест кӑмӑла.
Те тӗнче, те хамах улӑшу¹ -
Самана карса хунӑ ҫӑвар...
"Тӳниччен хуть те чуп, хуть те шу -
Хӑвна ху ҫухатса ан хӑвар..."
¹улӑшу - ылмашу; ошибочный, переменчивый.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха