Çулӑм

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Юттисем хураҫҫӗ вутӑ...

Хыпӑн - ҫӑтӑн каҫӑхсах,

Ӑшӑнмалӑх пулнӑ ҫутӑ

Кӗл пулса сӳнет пачах.

Куҫҫульпе тамалмӗ ҫулӑм,

Сӑмахсем ҫилпе танах...

Упрамалӑх пур та сулӑм¹ -

Ман ҫӑлас килмест сана.

¹сулӑм - кунта: вӑй; авторитет.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха