Черетлӗ Талӑк

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Хупса хӑварчӗ шӑппӑн алӑк

Кӗтме пӗлмен черетлӗ Талӑк...

Юнав курмарӑм куҫӗнче

Ахлатрӗ ҫеҫ пек леш енче...

Телейлӗ вӑл - вӑл тупнӑ канӑҫ.

Шырас пуль манӑн та йӑпанӑҫ?

Шутларӑм ҫеҫ - черетлӗ Кун:

"Кӗтсе-и? - тет, - кала. Ан тун¹".

- Килях! Мӗнпе-ши тӗлӗнтерӗн?

Те хам сана, те эс тӳнтерӗн?..

Пӗрин пӗрех кайма тивет.

Унччен савса юлатпӑр. Вӗт?!

¹тун - хирӗҫле; отрицать.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха