Сӑввӑм-Ҫӑвӑр

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026


Акӑ, хып черетлӗ ҫӑвӑр,

Ҫӑт, тӑран юнтармӑш Каҫ!

Ӑш-чикрен кӑлартӑм - тӑвӑр:

Йӑтасси текех пулмасть!

Сив сӑмах акса хӑварчӗ -

Мӑшкӑл турӗ латсӑр Кун.

Ах, хӑҫан тулать-ши карчӗ?

Ҫук, пӗтмест пек вӑрлӑх ун...

Ир каллех парнелӗ шанӑҫ

Вӗҫӗ пулмаллах тесе.

Ҫулӑхмасть тесеччӗ Анӑҫ -

Хӗсрӗ-хучӗ кӗтесе...

Шур хутпа чӗркенӗ Сӑввӑм,

Хӑваратӑп, ан ятла...

Хуть те чӳклӗр, хуть те ҫӑвӑр:

Ҫӑмӑлланнӑ ятпала!..

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха