Поэтпа Патшалӑх

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Хӑсса кӑларчӗ Поэта Патшалӑх -

Пӑтраннӑ, ахӑр, ӑшӗ самаях.

Ҫӳҫенчӗ те чӗнме хӑймарӗ Халӑх:

"Ҫуратӑп, - терӗ пулмалла, - татах".

Вилмен. Лешсем кӑна анранӑ - мухмӑр:

Пӗрне теприйӗ сӗрӗм ӗмӗртет...

Тарас тесен те чӗррӗн-сыввӑн тухмӑн.

Тухсассӑн та... суя сыпман Поэт.

Тӗнче ҫуратнӑ чух та тухнӑ кутӑн:

Патшалӑх хӗсӗр² пулнине пӗлсех

Чакать-и элчӗ³? Халӑх панӑ хунтӑ⁴.

Ун хыҫҫӑн утӗҫ - курӑр - кӗтӳпех.

²хӗсӗр - ҫуратайман, ҫӑвӑрлайман; бесплодный;

³элчӗ - пулӑшуҫӑ, куҫаруҫӑ; посол.

⁴хунтӑ - хӳтлӗх; покровительство.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха