Тинӗспе Тӳпе

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026


«Куҫунти кӑн-кӑвак авӑру ӑшӑхланнӑ,

Ярӑнса чӳхенмелӗх юлман пек юмарт¹ кӑмӑлу -

Тӑварна шӑратса тӗпретмелӗх пур манӑн

Тумламшар санранах амаланнӑ пурнас ӑнтӑлу:

Чӑм тара ӳкиччен кун каҫа ҫумӑрлайӑп -

Вӑй ҫитет - типӗрен кӑларайӑп сана ҫав-ҫавах.

Хӑрамастӑп нимрен. Тӗнчере ман пӗр айӑп -

Куҫкӗскийӗм², куратӑп хама санра ҫеҫ. Ан пӑрах..."

Эй, тӗнче! Тӗлӗнтермӗш вӗт: Пурнӑҫ та Вилӗм

Ҫӗнтерес ҫӗртенех пӗр-пӗрне парӑнаҫҫӗ пӗрмай!

Чӗркуҫленнӗ Тӳпе те кӑвак Тинӗс ҫийӗн -

Ытти чух йӑлӑнса-кармашса ҫитме ҫук вӗт, ай-вай!

¹юмарт - ырӑ; добродушный.

²куҫкӗски - тӗкӗр; зеркальце.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха