Черченкӗ Ҫӑлтӑр

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Халь-халь ална ӳкес пек Ҫӑлтӑр

Вӗҫертрӗ кулӑ - кусрӗ кӑлтӑр!..

Ҫырлах! Ӑсна пӑтратнӑ Ҫылӑх

Халь-халь ҫыртас пек ҫывӑх-ҫывӑх.

Сисмен пекех черченкӗ Ҫӑлтӑр

Вӗҫертӗ кулӑ - ҫиҫтӗр йӑлтӑр!

Ҫырлах! Кӗтет, ҫӑтас пек Хурлӑх:

Ӳксен сӳнет - кураймӑн урӑх.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха