Урмӑш Калем
Шухӑшне пӳклемелӗх сӑмах тупаймасӑр
Хутсене лӑскасах лутӑркарӗ Калем:
Намӑса уямасть. Пултаруллӑ вӑл. Харсӑр -
Мӑшкӑла тӳснисем тӳпелерӗҫ валем¹.
Пӗрине тепринчен уями улӑштарӗ,
Кӑмӑлне тултармалӑх сӑмах килмесен -
Нараста² ӳт ҫинче йӑрӑмланнӑшӑн тарӗ
Хуҫине тав тума пӗлмелле хӑрхӑмсен.
Чарӑнма хистекен Сехете йӳпсемесӗр³
Урмӑшса кайнӑскер пусахлать, ҫӗр ҫӗрлет.
Хӑтланун тӑхӑрвуннӑшӗ, чӑн та, тен, хӗсӗр -
Юлнинче ӗрчевли пулмалла-ҫке-ха вӗт?!
Тӑрмашсан-тӑрмашсан туйӑнать тупӑнассӑн...
Хӑйне хӑй шаннӑран вӑл тата та тискер:
Каҫӑхать пӗтӗмпех хӑварма пултарсассӑн
Тайӑнне⁴ пурнӑҫланӑ темелӗх эткер⁵.
¹валем - купа; охапка.
²нараста - тасалӑх; невинность.
³йӳпсе - тимле; слушаться, внимать.
⁴тайӑн - тивӗҫ; миссия.
⁵эткер - пуянлӑх; наследие
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха