Ӑстам!
Сӑввӑма
сӑмахшар
савала-савала -
ӑстая
ӑнтарса -
ӑрусем
ӑмсанмалăх
хӑвӑнтан
хунавланнӑ,
хӑрми
хавала
йӗркесен
йӑрӑмне
йӑмтаратӑп²
йӑхмалӑх³.
Янӑравсӑр
ятна
яката-яката -
ӗмӗтсем
ӗмӗртен-ӗмӗре
ӗрчемелӗх -
теприне
тиркекен
тикӗслерӗ
тутам
сӑнарна
самана
сыппинче
сисӗнмелӗх.
¹ӑстай - пултарулӑх; сноровка.
²йӑмтар - пытар; спрятать.
³йӑх - ӗрче; оплодотворяться.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха