Тӗтхӗм витӗр тухнӑ Ҫуттӑм
Ӑшӑ-ӑшӑ пӗчӗк пӑлтӑр¹.
Туп-тулли умри кӗлет.
Ҫӳп-ҫӳлте сип-сивӗ Ҫӑлтӑр
Инҫӗшпе тивсе тирет.
Вӗттӗн-вӗттӗн ҫырчӗ утӑм:
"Ҫывӑхрах пулас килет!"
Тӗтхӗм¹ витӗр тухнӑ Ҫуттӑм,
Сансӑр ҫук пӗрех тивлет³.
¹пӑлтӑр - хушма пӳлӗм; пристрой.
²тӗтхӗм - тӗттӗмлӗх; темнота.
³тивлет - телей; счастье, благополучие.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха